Мускавра авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри XXII пыл ярмаррки ӗҫлӗ. Унта чӑваш пылне те тутанса пӑхма май пулӗ.
Ку ярмарка ҫулталӑкра иккӗ иртет — хӗлле Манежра, ҫулла — «Коломенски» паркра.
Енчен те малтанхи ҫулсенче ку мероприятине чӑвашран пӗр Шупашкарти Кузьминсен ҫемьи кӑна каятчӗ пулсан, юлашки ҫулсенче хутшӑнакансен йышӗ ӳсрӗ. Кӑҫал ярмарккӑра Столяровсен (Шӑмӑршӑ районӗ) тата Наколаевсен (вӗсен утарӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ) хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пыла туянма пулать. Сӑмах май Мускавсем пирӗн республикӑра туса илнӗ пыла кӑмӑлласах туянаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Приходько.
Пӗлетӗр-и, ыран, утӑн 25-мӗшӗнче, наци радиовӗ Вӑрнар районӗнче дискотека ирттерет? Пӗлмесен — халӗ пӗлтӗр ӗнтӗ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ уявӗ Калининӑри культура ҫуртӗнче иртӗ. Паллах, каҫхине.
Ку пӗрремӗш дискотека мар. Иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗ икӗ эрне каялла, Элӗк районӗнче пулнӑ, Юнтапара. Халӑха питӗ килешнине пула дискотекӑсене малалла та ирттерме палӑртнӑ. Вӑт... ыран иккӗмӗшӗ пулать. 21 сехет тӗлне пухӑнмалла.
Сӑмах май... паян, утӑн 24-мӗшӗнче наци радиовӗ яланхи пек 22 сехетчен мар, 24 сехетчерех юрӑ шӑрантарчӗ. 22 сехет хыҫҫӑн Стас Владимиров юрӑҫпа калаҫу иртрӗ.
Паян, ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче, Элӗкре черетлӗ «Вирьял шевлисем» фестиваль иртӗ, кая юлса та пулин хыпарлас терӗмӗр.
Фестиваль кун-ҫулӗ вӑрӑм та пуян — кӑҫал вӑл 14 хут иртрӗ. Чи малтан вӑл район шайӗнчи чӑваш эстрада юррисен конкурсӗ кӑначчӗ, халӗ вара унта хутшӑнакансем тӗрлӗ регионсенчен пухӑнаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче пурӗ 2500 ҫын ытла хутшӑннӑ, юрӑпа ташӑ ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Фестивале 5 ҫултан пуҫласа 40 ҫула ҫитнисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурсра чи лайӑх юрӑҫа, кӗвӗ авторне палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ыттисенчен лайӑхрах илемлетнӗ халӑх юррине, чи чаплӑ эстрада ушкӑнне суйласа илӗҫ. Мала тухнисене 1,2,3 степеньлӗ гран-при допломсене парӗҫ.
Фестивале паллӑ юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Светлана Печникова, Августа Уляндина.
«Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа чӑваш чӗлхи кунне халалласа районти ача-пӑча библиотекинче литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 5 «б» класра вӗренекен ачасем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Леонтьева хутшӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче Митта Ваҫлейӗ, Анатолий Смолин, Петӗр Хусанкай, Любовь Мартьяновӑн сӑввисем янӑрарӗҫ. Уява хатӗрленсе библиотекӑра «Упра тӑван чӗлхене» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ачасем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен паллашрӗҫ, унӑн пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем «Калаҫасса калаҫӑп эпӗ Нептун ҫинче те чӑвашла» ятпа викторинӑна питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах Дима Яковлев, Артем Андреев, Таня Васильева, Павел Иванов, Эдик Кириллов, Сергей Яковлев пуринчен те тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем пӗчӗк парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ.
Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ.
Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ.
Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ:
1.
Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ район ҫур акине епле хатӗрленни пирки пӗлтерчӗ. Кӑҫал Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май районта тырӑпа ҫӗрулми тата пахча-ҫимӗҫ ытларах туса илме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май лаптӑксене те ӳстерме шутлаҫҫӗ — усӑсӑр выртакан 2 500 гектара хута яма палӑртаҫҫӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал 12 192 гектар тырӑ, 1 880 г ҫӗрулми лартма шутланӑ. Тур-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе хуҫалӑхсем 760 тонна тӗрлӗ удобрени тиесе килнӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне ял хуҫалӑхӗсем 100 тонна (палӑртнинчен 77%) дизтопливо, 28 тонна (67,1%) автомашин топливи туяннӑ. Хуҫалӑхсенче уйрӑмах тӗрлӗ техникӑна юсас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. 234 трактортан 72% ҫеҫ юсавлӑ. Ытти техникӑпа та ҫаплах: 126 йывӑр машинаран 91 (72%), 77 ака техникинчен 64 (83%), 69 сухаран 54 (78%), 85 культиватортан 77 (91%) ҫеҫ ӗҫлеме юрӑхлӑ. Уй-хирсенче хальлӗхе юр кайсах пӗтмен-ха — юсаса пӗтерме вӑхӑт пур.
Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.
Ҫук-ҫук, ку хутӗнче сӑмах-юмах Иван Яковлевич пирки мар (ара, кирек мӗнӗн те виҫи пулмалла-ҫке), Николай Лукич пирки. Э-э-эй, вӑл кам пулнине пурех тӗшмӗртеймерӗҫ-тӗр. Ҫулланнӑ ҫынсене аса илтеретӗп: иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш — 80-мӗш ҫулӗсенче “Капкӑн” журнала уҫаттӑмӑр та — Н.Яковлев текен карикатуристӑн шӳтлӗ ӳкерчӗкӗсене пӑхса вар хытиччен кулаттӑмӑр. “Ялавра” унӑнах тата ҫыравҫӑсенчен юлташла тӑрӑхласа ӳкернисем тухатчӗҫ... Ну вӑт, ҫав Николай Яковлевӑн тин ҫеҫ “Кун-ҫул эрешӗсем” ятлӑ кӗнеки ҫапӑнса тухрӗ. Атьсемри, 80 урлӑ каҫрӗ те ҫак маттур старик — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш!
2006 ҫулта Николай Лукичӑн “Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем” кӗнеки кун курнӑччӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ ҫав кӗнекен хушӑмӗ евӗрлӗ туйӑнать. Унта 50 яхӑн очеркпа статья, кашнинчех пӗр-ик ҫын пирки каласа панӑ. Мӗн тӗрлӗ кӑна шӑпа ҫук пуль! Акӑ, тӗслӗхрен, Федор Ильин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче “Смерш” управленийӗнче отделени командирӗ пулнӑ — тӑшман шпионӗсене сиенсӗрлетнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫак ҫын пӑшалсӑр-мӗнсӗр 13 кашкӑр ҫури тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Кашкӑр Хӗветӗрӗ теме пуҫланӑ.
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ И.П.Павлов (1928 – 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Университет профессорӗсемпе гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем Элӗкри культура ҫуртӗнче Иван Павловичӑн ентешӗсемпе тӗл пулу ирттерни ҫинчен эпир сире хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх педуниверситечӗн чӑваш филологи факультетӗнче сумлӑ чӗлхеҫӗ ячӗпе ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне факультет деканӗ Евдокия Андреева йӗркелесе пычӗ. И.П.Павлова ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӑмах илчӗҫ, вӗсен йышӗнче Леонид Сергеев, Николай Петров профессорсем, Анатолий Горшковпа Елизавета Васильева, Геннадий Дегтяревпа Виталий Никитин-Станьял пулчӗҫ. Гуманитари институчӗн аслӑ наука сотрудникӗ Александр Кузнецов Иван Павловичӑн ӑслӑлӑх ҫулне кӑтартакан мультимедиллӗ куравпа паллаштарчӗ. Элӗк районӗнчи Юнтапа шкулӗн аслӑ категориллӗ вӗрентекенӗ Зоя Леонтьева тата унӑн ӗҫтешӗсем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен хӑйсем тупнӑ материала компьютер технологийӗпе усӑ курса кӑтартрӗҫ.
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ.
Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |